ЮЛАШКИ вăхăтра типĕ те уяр çанталăкпа усă курса хăш-пĕр çынсем унта та кунта çĕр улми анисем çинчех авăра çунтараççĕ. Уйрăмах каçхине ялсенче пушар евĕр çăра тĕтĕм йăсăрланать. Çак сиенлĕ сĕрĕме вара пурте сывлатпăр, пĕр-пĕрин сывлăхне хавшатма пулăшатпăр темелле. Çĕр улми аврине ỹркенмесĕр пĕр лаптăкра тирпейлĕн купаласа хурсан вара çĕрсе усăллă тислĕк пулать. Çапла тумалла та. Килти хуçалăхран тухакан хытă каяшсем валли лартнă контейнерсене те пахчари çум курăкпа, строительство материалĕсен юлашкийĕпе, йывăç-туратпа тултарса хумалла мар!
Февраль 2025 |