"МедиаВзлет" форумра Патăрьелсем икĕ номинаципе палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 17:40 Просмотров: 205

 СЕНТЯБРĔН 13-15-мĕшĕсенче "Жемчужина Чувашии" санаторипе сывату комплексĕнче ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи "МедиаВзлет" фестивалĕ иртнĕ. Чăваш Енри Цифра министерстви йĕркеленĕ Раççейри форума 250 çамрăк журналист (9 -17 çулсенчи ачасем) хутшăннă. Унта пулас журналистсем хăйсен пĕлĕвĕпе, опычĕпе, медиапроекчĕсемпе паллаштарнă, теорие вĕреннĕ.

Фестивальте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "ТелеШкола" ушкăн харăсах икĕ номинаципе - "с места событий", "лучшая операторская работа" - палăрса виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Команда чысне Анастасия Прискина тата Амира Купкенова хỹтĕленĕ. Творчество ушкăнне ертсе пыраканĕ - Алсу Шрша. Сăмах май каласан, асăннă шкулти çамрăк журналистсем округра иртекен "Акатуй-Сабантуйра", ытти культура мероприятийĕсенче те хăйсен опычĕпе çамрăксене паллаштараççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика