Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче çамрăк ăрăва выляма, аслисене уçăлса çỹреме, канма, çавăн пекех мероприятисем ирттерме условисем çителĕклĕ. Кунта муниципалитетăн историйĕпе те паллашма май пур. Шел пулин те, çак хăтлă та илĕртỹллĕ лапама хăйсен вăйĕсене ниçта хурайманнисем, обществăлла вырăна тирпейлесе пĕр пăта та çапса курманнисем нĕрсĕрлетме пăхаççĕ. Пĕр вăхăт унти сценăна çĕмĕрчĕç. Халĕ вара Паттăр патне пыракан çул айккипе лартнă светильниксене ватаççĕ. Каçсерен çутăпа илем кỹрекенсем мĕнпе чăрмантараççĕ-ши?
Хăшĕсем тата мороженăй е чипсы çисен хучĕсене, сок е сăра ĕçсен савăчĕсене те урна патне çити те кайса пăрахаймаççĕ. Хамăр пурăнакан, канакан вырăна хамăрăнах тирпейлемелле, пурлăха упрамалла, çын ĕçне хисеплемелле пек туйăнать те вĕт...
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |