Муниципалитет округĕн тĕп библиотекинче "Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!" сăвăсен пуххине хакларĕç. Кĕнекене чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Унта шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, вĕренекенсем, библиотека ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва Чăваш Писателĕсен канашĕн членĕ Мая Селендеева (Салампи) çыравçă ертсе пычĕ.
Мĕншĕн пирĕн патăрта пахалама шут тытнă-ха журналист, публицист, ăсчах, тĕпчевçĕ Лидия Филиппова пухса хатĕрленĕ çĕнĕ кĕнекене? 90 автор пултарулăхне кун çути парса пичетленĕскерте Пăлаçипе Юхма ен тăрăхĕнче пурăнакан хастарсен сăввисем ытларах мĕн. Çавна май Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти вĕрентекен, 4 кĕнеке авторĕ Мария Мадюкова, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи Светлана Никитина хăйсен сăввисене хăйсемех, Первомайскинчи вăтам шкулти Елена Сорокина Çеçпĕл Мишшин сăввине вуларĕç.
Çĕрпỹре çуралса ỹснĕ Раççей Писателĕсен канашĕн членĕ Мальвина Петрова та сăвăсем шăрçалать. Вĕсене икĕ чĕлхепе те çырать. Тĕл пулура вăл та хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унăн хĕрĕ Пинерпи Шупашкарти 64-мĕш вăтам шкулăн 6 класĕнче вĕренет. Петĕр Хусанкай сăввине вуларĕ.
Чăваш Республикин тата Раççей Писателĕсен канашĕн членĕ Галина Серебрякова (Кĕмĕл) çырнă сăвăсене нумайăшне юрра та хывнă. Вăл та Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Тĕл пулăва хутшăннă юстицин аслă канашçи Сергей Павлов та кăвар чĕреллĕ поэтăн кун-çулне аса илчĕ.
Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ, чăваш чĕлхине вĕрентекенсен районти пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Кулакова Çеçпĕл Мишши ячĕпе çыхăнтарса мероприятисем ирттерни çинче чарăнса тăчĕ. Патăрьел çĕрĕнче те хастар çыравçăсем çитĕннине палăртрĕ. Юлашки вăхăтра хатĕрленĕ видеоклипа кăтартрĕ.
Муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина пĕр ĕмĕр ытла каялла Çеçпĕл Мишши чĕртнĕ кăвар паян та сỹнменнине, çитĕнекен ăру, вĕрентекенсем, вулавăш ĕçченĕсем сăвăсене чун-чĕререн вуланине, мероприяти пурне те хавхалану кỹнине, чăвашра шăтнă "калчасене" вăхăтра шăварса тăрса вĕсене малашлăхра аталанма пулăшмаллине палăртрĕ.
Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе çыхăннă самантсене сăнлакан сăн ỹкерчĕксене, ун ячĕпе ỹкернĕ кинофильм сыпăкĕсене пăхма та кăмăллă пулчĕ. Тĕп библиотекăри Наталья Ракова кĕнеке выставки йĕркеленĕ.
Кĕнеке 1000 экземплярпа тухнă. Унпа тĕп библиотекăра паллашма пулать.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Февраль 2025 |