Шăпах çак ятпа муниципалитет округĕнче финанс пĕлỹлĕхĕн çемье фестивалĕ иртнĕ. Ăна çемьесен финанс пĕлỹлĕхне ỹстерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ.
Мероприятие республикăри финанс, культура, архив ĕçĕн тата национальность ĕçĕсен, ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствисен, финанс пĕлỹлĕх аталану ассоциацийĕ, наци банкĕн уйрăмĕ, Раççейри Атăлпа Вятка банкĕ, финанс пĕлỹлĕхĕн республикăри центрĕ, право тата финанс пĕлỹлĕхĕн "Перспектива" ассоциацийĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ, Раççей Федерацийĕн Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсен администрацийĕсен пулăшăвĕпе Наци библиотеки йĕркеленĕ.
Унта хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламланă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче финанс пĕлỹлĕхĕн никĕсĕ шăпах çемьере хурăннине, кашни çын укçапа пĕлсе усă курма хăнăхни кирлине, мошенниксенчен хỹтĕленмеллине, мĕншĕн налук тỹлемеллине, патшалăх енчен мĕнле пулăшусемпе усă курма май пулнине пĕлни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.
Фестивальте Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи нумай ачаллă çемьесем пулнă. Вĕсем финанс пĕлỹлĕхĕ енĕпе ăс-тăна çивĕчлетмелли илĕртỹллĕ программăна хутшăннă. Унта мĕн илнине кулленхи пурнăçра усă курма пултараççĕ. Интереслĕ лапамсем, квестсем, мастер-классем, тематика литературипе паллашни, интерактивлă вăйăсем пулнă фестиваль программинче.
Мероприяти асра юлмалла ирттĕр тесе 1 тата 5 тенкĕлĕх банкнотсем кĕртнĕ. Хастар хутшăнакансене вĕсене панă. Кайран банкнотсене ярмаркăра пĕрремĕш хутри фойере таварсемпе улăштарнă.
"Кинобатыр" кинозалта финанс советникĕсем канашсем панă. Кашнийĕ профессиллĕ пулăшу илме пултарнă. Залра вĕрентỹ мультфильмĕсем пăхнă.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2025 |