Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 18:30 Просмотров: 95

 Культура ĕçченĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Васильевна Добронравова (23.09.1969) 55 çул каялла Анат Туçара çуралнă.

М. Добронравова - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн выпускникĕ. 1988 çултанпа Наци библиотекинче ĕçлет: библиотекарь, тĕп библиотекарь, заведующи.

Вăл республикăри библиотека ĕçне аталантарассине пысăк тỹпе хывнă. Ентешĕмĕр тỹрремĕнех хутшăннипе Чăваш Енри библиотекăсенче право пулăшăвĕн 30 центрĕ, Пĕтĕм Раççейри "Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕн тата Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн консультаци пункчĕсем уçăлнă. Çавăн пекех вăл технологипе çĕнĕлĕхсене тĕрев паракан центр ĕçĕ-хĕлне те йĕркелесе пырать. 2017, 2018, 2021 çулсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе çак центр Раççейри чи лайăх ТОП-15 шутне кĕнĕ, экологи проекчĕсем хатĕрлессипе те тимлет.

Марина Добронравова Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн "Профсоюзра хастар ĕçленĕшĕн" паллине, Чăваш Республикин культура, çут çанталăк министерствисен, Раççейри тата Чăваш Енри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика