Грипран прививка тăватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 18:31 Просмотров: 65

 Грипп - çỹлти сывлав çулĕсен инфекцийĕ, ăна вирус пуçарса ярать. Чирлĕ çыннăн температури ỹсет, сăмси юхать, пуçĕ ыратать, ỹслĕк ерет, шăм-шак сурма пуçлать.

 Грипп вирусĕ çăмăл ерет. Чире пуçарса яраканскерсем пирĕн таврара яланах пур. Вĕсем питĕхăвăрт улшăнаççĕ. Çавăнпа чир темиçе хут та ерме пултарать. Сыв мар çын калаçнă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сывлăша варалать. Грипп эпидемийĕ çулленех кĕркунне тата çуркунне çанталăк улшăннă вăхăтра пуçланать. Пĕтĕм тĕнчипе палăрать. Хăрушлăх вара чир йывăр иртнинче. Çын вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ.

Гриппа ытларах çын хушшинче ĕçлекенсем - преподавательсем, суту-илỹ, медицина ĕçченĕсем - чирлеççĕ. Çавна май çулленех уйрăм ушкăна кĕрекеннисене прививка тăваççĕ. Çав йыша 6 уйăхран аслăрах ачасем, шкулта, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакансем, хăш-пĕр професси çыннисем, 60 çултан иртнисем, чĕре, сывлав çулĕсен, сахăр чирĕ палăрнисем кĕреççĕ. Прививкăна тума пуçăннă ĕнтĕ. Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче ăна 150 яхăн çын яртарнă. Вакцинăсем кашни çулах улшăнса тăраççĕ. Çакă эпидемие пуçарса яракан вируссенчен килет. Прививка тутарнă çынсене чир ермест е вĕсем ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ.

Грипран мĕнле сыхланмалла-ха: çынсем нумай пуçтарăннă вырăнсенче маска тăхăнмалла, алăсене лайăх çумалла, пỹлĕме тăтăш уçăлтармалла, ытларах пахча-çимĕç, витаминсем çимелле, уçă сывлăшра нумайрах пулмалла.

 Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика