Тăван çĕршыва юратни тăшмана çĕнтерме пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 18:32 Просмотров: 50

Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Виталий Нягинпа тата Игорь Овечкинпа тĕл пулчĕç. Хăйсен ирĕкĕпе салтак аттине тăхăннисем ачасене çар операцийĕ пирки кĕскен каласа пачĕç. Çавăн пекех неонацистсене хирĕç кĕрешме Тăван çĕршыва юратни вăй-хăват панине, ачаран ỹт-пĕве спортпа пиçĕхтерни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине палăртрĕç.

Игорь Овечкин Вăтаел каччи. 1999 çулта кун çути курнăскер Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унăн фашист юлашкийĕсене хирĕç кĕрешме каяс шухăш тĕвĕленнĕ. Малтанах ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăл вара Патăрьелĕнчи волонтерсен "Батыревский доброволец" ушкăнпа пĕрле салтаксем патне кайма пикеннĕ. Сакăр хутчен гуманитари пулăшăвĕ леçнĕ хыççăн никама каламасăр контракт çырнă.

 Волгоград хулинче вĕренỹре пулнă, кăштахран çар операцине хутшăнма пуçланă.

 - Эпĕ Донецк патĕнчи минометчиксен батарейине лекрĕм. Эпир штурмовиксем хыççăн пырса вĕсене пулăшатпăр. Хам çуралнă тăрăха асра тытса "Батыр" позывной илтĕм.

Çулталăкра тем те курма тиврĕ. Унта аслăраххисене атте вырăнне хуратăн, хăвăнпа пĕр таннисем тăванран та хаклăрах пулса тăраççĕ.

 Раççей çыннисен паттăрлăхĕнчен тĕлĕнмелĕх те пур. Пирĕн подразделенири "Федя" позывнойпа çỹрекен салтак украинсен БТРне хăваласа килчĕ. Хăй нихăçан та транспорт рулĕ умне ларса курман, интернетра мĕнле çỹремеллине пăхса илсе çитерчĕ. Пĕрре пирĕн пата йытă ерчĕ. Ăна Багира ят патăмăр. Дронсем вĕçме тытăнас е çывхарас умĕн вăл улама тытăнать. Çавăнтан тăшман килнине тỹрех пĕлетпĕр.

 Хальхи вăхăтра дронран кирлĕрех хатĕр çук та пулĕ. Унпа шăтăкра ларсах тăшман мĕн тунине курма пулать, - терĕ Игорь хăйĕн пирки каласа панă май.

 Ентеш аманнăран паян тăван килĕнче. Госпитальтех сипленме тивнĕ. Игорь хăвăртрах сывалса çарти юлташĕсем патне каялла таврăнма ĕмĕтленет.

- Кирек мĕнле хирĕç тăру та килĕшỹпе вĕçленет. Вăл вăхăт çитетех. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех, - тет Вăтаел каччи.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика