Патăрьелĕнчи Бизнес-инкубатор акт залĕнче Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк тата Канаш муниципалитет округĕсенчи ветеринари учрежденийĕн начальникĕсемпе, аш-какай хатĕрлессипе ĕçлекен тата ăна упракан индивидуаллă предпринимательсемпе, выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлекен пунктсен ертỹçисемпе "Чăваш Республики территоринче уйрăмах хăрушă чирсенчен асăрханасси тата сарăлма парас марри пирки", "Выльăх-чĕрлĕхе илсе кайнă, пуснă, аш-какая упранă тата сутнă чухне ветеринари саккунне пăсмалла марри пирки" темăсемпе канашлу иртнĕ.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçнă.
Чăваш Республикинчи, пĕрлех Раççейри эпизоотиллĕ лару-тăру, уйрăмах хăрушă чирсем, профилактика ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин каласа панă.
Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи Россельхознадзор управленийĕн начальникĕн çумĕ Антон Лукин выльăхсене пуснă, продукцие сутнă чухнехи тĕп йĕркепе паллаштарнă май Россельхознадзор тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене те асăннă.
Выльăхсене аш-какая ăсатас умĕн тĕрĕслесси, ветеринарипе санитари экспертизи витĕр кăларасси, Меркурий системипе ветеринари докуменчĕсем хатĕрлесси çинчен Чăваш Республикинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Алексей Семенов чарăнса тăнă. Асăрханулăх яланах кирлине, выльăх пусса тирпейлекен тата аш-какая тирпейлекен пунктсенче çут çанталăка сиен кỹмесĕр ĕçлемеллине Чăваш
Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов хускатнă. Çавăн пекех республикăри ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх пайĕн начальникĕ Олимпиада Сверчкова ял хуçалăх выльăхĕсене шута илесси, маркăласси пирки сăмах пуçарнă.
Канашлура пĕрле килĕштерсе ĕçлени палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май панине, ветеринари служби чир-чĕр сарăласран яланах сыхă тăнине палăртнă.
Ольга ПАВЛОВА
Февраль 2025 |