Упамсара - палăк

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 19:08 Просмотров: 118

Упамсара Асăну аллейи уçрĕç. Ăна çар ĕçĕсен ветеранĕсене, тĕрлĕ вăхăтри хĕрỹ точкăсенче çапăçнисене, мирлĕ саманара çĕршыва хỹтĕлекенсене, çар конфликчĕ вăхăтĕнче унăн интересĕсене мала хуракансене, хăшĕсене халăх чи сумлă ятпа - Çĕршыв хỹтĕлевçи - чĕнекенсене асăнса тунă. Çак пулăма ял-йыш пĕр çул çеç кĕтмерĕ. Пĕрлех вăл уçăлтăр тесе çине тăрса тăрăшрĕ. Палăк чăннипех те мăнаçлă пулчĕ. Шăпах çапла, ашшĕ-амăшĕн, çывăх çыннисен, юлташĕсен, çарти тусĕсен асĕнче чĕррĕн юлĕç паттăрсем. Украинăри çар операцийĕ вăхăтĕнче пуç хунăскерсем çамрăк та, вăйлă та, кĕрнеклĕ те, çывăх та...

Аллейăна сумлă лару-тăрура уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Турхан территори пайĕн начальникĕ Алина Антонова, Упамса ял старости Игорь Вавилов, çарта пуç хунисен çемйисем, ял халăхĕ хутшăнчĕ. Çак пулăм пурин чĕринче те яланлăхах упранĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçисем пирĕн асăмăрта ĕмĕрлĕхех юлĕç.

 Елена СЫМОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика