Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.09.2024, 19:10 Просмотров: 222

Республикăри хуçалăхсенче, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ. Тыр-пула Чăваш Енре 270 пин гектар çинчен пухса илнĕ. Вăл шутран 15724 гектарĕ - Патăрьел муниципалитет округĕн.

 Республикăра кăçалхи вăтам тухăç гектартан 28 центнерпа танлашнă пулсан, пирĕн тăрăхра ку кăтарту пысăкрах - 29,4 центнер.

Хальхи вăхăтра çĕр улми тата сахăр кăшманĕн анисенче хĕрỹ ĕç пырать.

"Иккĕмĕш çăкăра" 126 гектар çинчен кăларма ĕлкĕрнĕ. Хальлĕхе унăн вăтам тухăçĕ гектартан 290 центнерпа танлашать.

Сахăр кăшманне 150 гектар çинчен кăларнă, тухăçĕ гектар пуçне 550 центнера çывăх.

Кĕрхи культурăсене акассине вĕçленĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика