Кашни национальноçăн харпăр хăй кĕрешỹ искусстви пур. Юлашки çулсенче чăвашсем те ку енĕпе сулмаклă утăмсем тăваççĕ. Çакна Шупашкарти "Атăл" стадионта хĕрсемпе каччăсем тата арçынсем хушшинче кĕрешỹ енĕпе республика шайĕнче йĕркеленĕ пĕрремĕш чемпионат та лайăх çирĕплетет.
Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Раççей Геройĕ, республикăри кĕрешỹ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Николай Гаврилов тата ытти сумлă хăнасем саламланă.
Кавир çине хăйсен вăйне тĕрĕслеме республикăри пур хулапа округ спортсменĕсем те тухнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлеме 39 кĕрешỹçĕ хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Патăрьел муниципалитет округĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Палăртма кăмăллă, çамрăксем хушшинче хăйсен виçисенче Шăнкăртмари Ильнур Яфизовпа Ильшат Купкенов тата Кивĕ Катекри Максим Леонтьев пĕрремĕш, Хирти Пикшикри Адель Файзуллин, Турханти Игорь Рябчиков, Патăрьелĕнчи Кирилл Макаровпа Владимир Журавлев пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ.
Аслисем те çамрăксем пекех хăйсен вăйĕпе тĕлĕнтернĕ. Именкассинчи Андрей Козловпа Ыхра Çырминчи Шамиль Вахитов республика чемпионĕ пулса тăнă. Тутар Сăкăтĕнчи Инсаф Хакимов иккĕмĕш, Шăнкăртамри Алмаз Ишмуратовпа Илназ Кеметов виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Команда çитĕнĕвĕнче, паллах, Эльфис Мтиев, Вячеслав Спиридонов, Илдар Вахитов, Фанис Ахметов, Ильфак Алеев, Зуфар Камалетдинов тренерсен тỹпи вышкайсăр пысăк. Çавăн пекех республикăри корэш спорчĕн федерацийĕн председателĕ Фарид Чабатов тата Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов та тав сăмахне тивĕçлех.
Александр ИВАНОВ
Февраль 2025 |