Çитĕнỹ хавхалантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:29 Просмотров: 21

Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти "Мерчен" театр студийĕ Раççей Президенчĕн культурăри, искусствăри тата ăсталăх индустрийĕнчи проектне пурнăçа кĕртнĕ май 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Шкулти "Мерчен" театр студийĕ 24 çул ĕçлет. Ăна Лариса Казакова вĕрентекен ертсе пырать. Лариса Сергеевна пулăшăвĕпе ачасем чăвашлăха аталантарас, тăван чĕлхене упрас, йăла-йĕркене малалла тытса пырас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ.

 Студие çитĕнекен ăру кăмăлтан çỹрет. 6 класри Эдик Плешков, Павел Шакеев, Иосиф Долгов, Глеб Ильин, 7 класри Сергей Бороткин, Ксения Михеева, Ульяна Медведева тата ыттисем те кирек хăш инсценировкăна е мероприятие хаваспах явăçаççĕ.

Наци культурипе çыхăннă уявсен сценарийĕсене ертỹçĕ хăйех хатĕрлет. Халĕ вĕсен 5 спектакле сцена çине кăлармалла. Хатĕррисем пур-ха. Çăварни, Мăнкун, Сурхури уявĕсене маларах та хутшăннă. Вăйă картине те тăнă. Вĕсене пуянлатма тăрăшмалла. Жюри умне тухмалла. Ачасен театр студийĕсен фестивальне хутшăнмалла.

Грант пулăшăвне ĕçе кĕртме пуçăннă та ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхĕпе сцена хатĕрленĕ. Унчченхи тумсен çумне çĕннисене хушнă. Аня Маркова çеç 3 кĕпе çĕлесе панă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика