Çак кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче чи пултаруллă та хастар, хăйсен тăрăхне, ял пурнăçне чун-чĕререн юратакан ачасен "Ялта чи лайăххисем" конкурс çĕнтерỹçисене чысланă.
Конкурса ача сачĕсемпе шкулсенчен, ытти вĕренỹ учрежденийĕсенчи студентсенчен 3 пин ытла ĕç кĕнĕ. Тупăшура 39 ача çĕнтерỹçĕ пулнă, 41-шĕ призерсем. Кашниех дипломсемпе хаклă парнене тивĕçнĕ. Вăл шутра çĕнтерỹçĕсене самокатсем, велосипедсем, радиоуправлени машинисем, электронлă гаджетсем тата ытти парнесем те парса хавхалантарнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕленисенчен Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи "Почемучка" ушкăн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 3а, 1-2 классем, Хирти Пикшикри вăтам шкулти "Мерчен" фольклор ансамблĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Николай Ларев, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Адиля Абдрахманова, Камиля Багманова, Ралина Валеева, Аделина Семенова тĕрлĕ номинацире çĕнтерỹçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ.
(Хамăр корр.)
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |