Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче "Çемье ĕçтешпе танах тата вĕрентỹ процесне хастар хутшăнаканĕ те" темăна тишкернĕ.
Малтанах унта хутшăнакансем вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ тăратнă куравсемпе, мастер-классемпе паллашнă.
Унтан икĕ ушкăна уйрăлса "Çемье тата шкул - ачасен паянхи тата малашлăхĕн субьекчĕ" темăпа калаçнă. Хăйсен ĕçĕпе шкул директорĕ Татьяна Михайлова паллаштарнă. Вăл ачасен ашшĕ-амăшĕ педагогика коллективĕпе çыхăнура ĕçлени çинче чарăнса тăнă.
"Навигаторы детства" проект координаторĕ Анастасия Исакова муниципалитет округĕнчи шкулсенче ку енĕпе ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Проекта пурнăçа кĕртнĕ май вĕрентỹ учрежденийĕсенче тĕл пулакан йывăрлăхсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех воспитани ĕçне тишкернĕ, ачасене мероприятисене хастар явăçтаракансене палăртнă.
Канашлу ĕçне муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова хутшăннă, пĕтĕмлетỹ тунă.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2025 |