Иван Чемеров - Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2024, 19:50 Просмотров: 86

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа паттăрлăх кăтартакан ентешсемпе эпир чăннипех те мăнаçланатпăр. Паян вĕсен умĕнче пуçăмăра таятпăр, пурне те çĕнтерỹпе таврăнма сывлăх, пысăк хастарлăх сунатпăр.

 Акă, çак кунсенче çеç Упамсасем савăнăçлă хыпара ял-йышпа пĕрле пайланă. Хастарлăхпа паттăрлăхшăн, çапăçу хирĕнче командира çăлнăшăн çак ялта çуралса ỹснĕ Иван Чемеров "Паттăрлăхшăн" ордена тивĕçнĕ. Иван Геннадьевичăн кăкăрне çавăн пекех Жуков тата "СВО участникĕ" медальсем те капăрлатаççĕ.

 - Эпир, территори пайĕнче пурăнакансем, чăннипех те хамăр салтаксен паттăрлăхĕпе, çар тивĕçне чыслăн пурнăçланипе мăнаçланатпăр, ашшĕ-амăшне Тăван çĕршыва юратакан, хисеплекен ачасем çитĕнтернĕшĕн тав тăватпăр. Эпир вĕсене пурне те чăтăмсăррăн тăван тăрăха çĕнтерỹпе кĕтетпĕр. Май çитнĕ тара хỹтĕлев сеткисем çыхатпăр, гуманитари пулăшăвĕпе кирлĕ япаласене парса яратпăр,- терĕ Турхан территори пайĕн начальникĕ Алина Антонова салтаксене те, вĕсен çемйисемпе ашшĕ-амăшне сывлăх суннă май.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика