Ятарлă çар операцийĕнчен кĕске канăва килнĕ ентешсемпе калаçнă май хỹтĕлев сетки вĕсемшĕн çумри пăшалĕ пекех хаклине калаççĕ, çак хатĕрсемпе тивĕçтернĕшĕн тав тăваççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хỹтлĕх каррисене çыхассине лайăх йĕркеленĕ. Хăш-пĕр ялсенче мĕн операци пуçланнăранпах ку ĕç пĕрре те чарăнман тесен те юрать.
Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов таврана каç сĕмĕ çапсан Нăрваш-Шăхаль, Турхан, Анат Тăрмăш ялĕсенчи маскировка сетки çыхакансемпе тĕл пулнă. Нăрваш-Шăхальсем шăпах икçĕрмĕш сетка çыхнă иккен, Турхансем вара алă ĕç тунипе пĕрлех кĕлĕ те вулаççĕ, Анат Тăрмăшсем салтаксемшĕн кирлĕ пĕр хатĕре çур сехетрех çыхса пĕтереççĕ...
- Хаклă çыннăмăрсем, çак питех те кирлĕ ĕç валли вăхăтпа вăйăра шеллеменшĕн тавах сире. Эсир - тыл паттăрĕсем. Сирĕн пек çирĕп çынсемпе çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех. Чи кирли - эпир пĕрле. Пĕрлĕхре - вăй, - тенĕ Рудольф Васильевич хỹтĕлев сетки çыхакансене ырлăх-сывлăх сунса.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |