АСЛĂ Чементе пурăнакан Юлия Михайловна Мартынова хисеплĕ педагог-ветерана çак тăрăхра пурăнакансем çеç мар, муниципалитет округĕнчи ытти ялсенче те лайăх пĕлеççĕ. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ 22 çул ялти шкул директорĕнче тăрăшнă Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕ нумай пулмасть çеç 75 çул тултарчĕ пулин те халăх хушшинче пулма, ырă ĕçпе пулăшма пăрахмасть. Çулсем иртни пултаруллă хĕрарăма чăрмав кỹмест. Хальхи вăхăтра та вăл страхагент пулса тăрăшать-ха. Çав вăхăтрах чиркĕве çỹреме те, хĕреслĕ çул çỹревсене, общество пурнăçне хутшăнма та вăхăт тупать.
Февраль 2025 |