Раççей студенчĕсен кунне паллă тума пикенни 20 çул çитет

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:42 Просмотров: 222

ÇУЛСЕРЕНЕХ январĕн 25-мĕшĕнче çветтуй Татианăна асăннă кунхине Раççей студенчĕсен кунне те уявлаççĕ. Пирĕн çĕршывра ăна 2005 çултан пуçласа паллă тăваççĕ. Кăçал çĕнĕ праçник вăя кĕнĕренпе 20 çул çитет темелле. Çак куна уйрăмах студентсем асра юлмалла йĕркелеççĕ. Тĕрлĕрен мероприяти, савăнăçлă каç, КВНсемпе викторинăсем çамрăксене канма та, тавра курăма аталантарма та пулăшать. Юлашки çулсенче тахçан студент пулнă çынсем те çак уява ырă кăмăлпа йышăнсах паллă тăваççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика