ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьел ялĕ хăтлăланса, капăрланса, çĕнелсе пыни савăнтарать. Акă, "Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕпе тирпейленсе пыракан массăллă кану вырăнĕ (халăхра ăна "парк" теççĕ) ял çыннишĕн çеç мар, ыттисемшĕн те культурăпа сывлăх канăвне йĕркелемелли зона пулса тăчĕ. Кунта шăпăрлансем, шкул ачисем, аслисем валли те чун киленĕçне тупмалли вырăнсем пур. Паркрах пирĕн тăрăхри Социализмла Ĕç, Совет Союзĕн Геройĕсене - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалланă Мухтав аллейи те çул хĕрринченех илемлĕн курăнса ларать. Территоринчех чикĕ хуралçисем хăйсен ветеранĕсене хисеп туса лартнă палăк, Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов Патăрьелсене чыс туса парнеленĕ МИ-2 вертолет та парк илемĕ шутланаççĕ.
Массăллă канмалли зонăна кăçал та малалла хăтлăлатаççĕ-ха. Кунта паян та утса çỹреме çав терĕкăмăллă, проектпа тата капăртарах пулмалла. Ку таранччен йĕри-таврах тротуарсем, ларса канма саксем вырнаçтарнă, уйрăм лапамсем те хăтлă. Каçхине уçăлса çỹреме те май пур. Брусчатка сарнă тротуарсем хĕррипе ятарлă лутра светильниксем лартнă. Шел, паллах, чиркỹпе пĕр картишĕнчи паркри çутă ламписене, саксене те сĕмсĕррĕн çĕмĕрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çакнашкал илеме сăтăр тума камăн алли çĕкленет-ши?
Март 2025 |