Кирек мĕнле пулăшу та ытлашши пулмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:20 Просмотров: 283

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи кашни ялтах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен гуманитари пулăшăвне инçе çула ярсах тăраççĕ. Пĕрисем апат-çимĕç, теприсем хỹтĕлев сетки е çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти хатĕрсем, шкул ачисем вара чун-чĕререн шăранса тухакан сăмахсене салтаксем патне çитереççĕ тата ытти те. Паян кирек мĕнле пулăшу та пирĕн салтаксемшĕн ытлашши пулмĕ.

Кзыл Чишмасем, акă, çак тĕллевпе культура çуртне çĕвĕ машинисем вырнаçтарнă. Ял хĕрарăмĕсем кунта кăнтăрла та, каçсерен те СВО участникĕсен госпиталĕсем валли вырăн хатĕрĕсем - минтер пичĕ, простынь, утияла тăхăнтартмалли çивиттисем - çĕлеççĕ.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика