ПУЛĂÇĂ кăмпаçă мар, вăрманта аташса каймĕ темелле. Çапах та вак касса пăр айĕнчен йăмпăл-ямпăлсене туртса кăларакансен те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Чăн малтанах шăннă шывăн хулăнăшне шута илмелле. "Ухатана" пĕччен кайманни те шанчăклă. Пăтăрмах сиксе тухсан пĕр-пĕрне пулăшма май пулать. Çак кунсенче çеç МИХре пĕр округра 68 çулхи арçын пулла кайсан пăр айне кайса вилнĕ пирки çырчĕç.
Март 2025 |