Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра Раççейĕн культура министрĕпе Ольга Любимовăпа тĕл пулнă.
Вĕсем республикăра çак тытăма аталантарассине сỹтсе явнă. Палăртма кăмăллă, унта тĕрлĕ проекта пăхса тухнă чухне Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулне юсас ыйтăва та хускатнă. Кунта сăмах Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн кивĕ çурчĕ пирки пырать.
"Çак шкулăн çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ программăпа искусство енне туртăнтарас опычĕ пысăк. Вăл малашне тата ытларах ачана явăçтарма пултарĕ", - тенĕ Олег Алексеевич. Регион ертỹçи Ольга Борисовнăна тĕплĕ юсава "Çемье" наци проекчĕн регионти "Çемье хаклăхĕсем тата культура инфратытăмĕ" проекчĕн тĕревĕпе ирттерме пулăшма ыйтнă.
Министр республикăри культура сферин ĕçне пысăк хак панă.
Александр ИВАНОВ
Март 2025 |