Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ :
- Шкул пурнăçĕнче, вĕрентỹ организацийĕсенче çĕнĕ тапхăр пуçланать - ашшĕ-амăшне вĕрентỹ ĕçне хастаррăн явăçма май паратпăр. Аслисенчен кашниех харпăр-хăйĕн ачине пур енлĕн аталантарассишĕн тăрăшать. Воспитани енĕпе ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Эпĕ мĕн тăватăп, çавăн пек ту" тесе калани усăллăрах та ăнăçлăрах, витĕмлĕрех, чи кирли - вăл нумайлăха пырать. Çавăнпа та ашшĕ- амăшне шкул пурнăçне тĕрлĕ енлĕ явăçтарни савăнтарать. Вĕсем унта хастаррăн хутшăнса пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртни, чи малтанах, урок тулашĕнчи ĕç-хĕл енĕпе пулăшать. Çакă стандарта кĕртнĕ программăсемпе килĕшỹллĕн ачасен вĕренĕвне, çан-çурăм аталанăвне, пултарулăхне аталантарассине хушма мелсем кĕртме май парать
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ашшĕ- амăшĕн пуçарулăхĕн "Чăваш Республики - пур енлĕн аталанма май паракан уçлăх" форум иртрĕ.
Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенчи ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕсем, директорăн воспитани енĕпе тата регионти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенчи ачасен обшество пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен канашçисем хутшăнчĕç. Мероприятире ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине сỹтсе яврĕç. Ăна çитĕнекен ăрăва професси суйласа илме пулăшас, вĕсене пурнăç тĕллевне палăртма май парса ял территорийĕсен аталанăвне явăçтарас малашлăхпа йĕркеленĕ.
Муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова ял хуçалăхне аталанма май паракан патшалăх пулăшăвĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çакă уйрăмах хăйсен малашлăхне аграрипе çыхăнтарас ĕмĕтлĕ ачисен ашшĕ-амăшне интереслентерчĕ.
Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Людмила Лялина вĕренỹ учрежденийĕ тĕрлĕ институтпа, университетпа çыхăнура пулнине, агрокласра пĕлỹ пухакансем малашлăхра аслă пĕлỹ илсе çуралнă кĕтесех таврăнма ĕмĕтленнине палăртрĕ.
Форум тĕрлĕ лапамра хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ, кашнийĕнчех актуаллă ыйтусене çĕклерĕç.
Ашшĕ-амăшĕн пуçарулăхĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Республикăри ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕ Наталия Антонова мастер-класс ирттерчĕ, конкурса хутшăнас текенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Унăн иккĕмĕш тапхăрне заявкăсем йышăннине пĕлтерчĕ. 2025 çулта ашшĕ-амăшĕн комитечĕсене ытларах тĕрев пама пулаççĕ. Çавна май интереслĕ проектсене çул пама май пулĕ.
Форумра профориентацие пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вĕрентỹ учрежденийĕсен представителĕсем ашшĕ-амăшĕ, выпускниксем валли професси суйласа илме пулăшакан консультацисем пачĕç.
Форумăн тĕп пулăмĕсенчен пĕри "Патăрьел муниципалитет округĕн малашлăх аталанăвĕ çамрăксен шухăшĕпе" страгегилле сессийĕ пулчĕ. Вĕренекенсем шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене малашлăхри 15 çула пăхса сĕнчĕç, хăйсен вырăнĕсене палăртрĕç.
Шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем професси суйласа илес ĕçре çемье канашĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕç. Ашшĕ-амăшне кирлĕ сĕнỹсем пачĕç. Кашни çамрăк малашлăхĕнче ашшĕ- амăшĕн, шкулăн, патшалăхăн пĕрлехи ĕçне курчĕç.
Мероприяти пур майсемпе мĕнле усă курмалли çинче çеç чарăнса тăмарĕ. Пĕр-пĕринпе уççăн калаçма, пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхне курма, тĕп ыйтусен хуравне пĕрле татса пама май пулчĕ. Çакă çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ ỹсме, округ малашлăхне аталантарма май патăрах.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Март 2025 |