Инкек туттурут кăшкăртса килмест

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:23 Просмотров: 286

Патăрьел муниципалитет округĕн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи "Гражданла хỹтĕлев мероприятийĕсемпе тивĕçтерекен служба" хысна учрежденийĕн начальникĕ Сергей Ильин, комисси членĕсем, муниципалитет округĕнчи территори пайĕсен начальникĕсем, предприяти-организаци, учреждени ертỹçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту - 2024 çулта Чăваш Республикинчи Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан çынсене тата территорисене чрезвычайлă, техногенлă лару-тăруран хỹтĕлес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсен итогĕсем тата çак тĕллевпе 2025 çулта ĕçлемелли плансем. Унпа Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин паллаштарчĕ. 2024 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăннă тĕслĕх пулман. Çапах та округ территорийĕнче "пысăк хатĕрлĕх режимне" ("режим повышенной готовности") çирĕплетнĕ тĕслĕхсем (çуркунне шыв сарăлнă вăхăтра тата Туçа территори пайĕнчи Вăтаелĕнче Республика Пуçлăхĕн Указĕпе урнă чир сарăласран карантин йышăннă) пулнă, вĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек парăнтарнă.

Территори пайĕсенчи шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасси, çынсене ятарласа уйăрнă вырăнсенче çеç шыва кĕме юранине ăнлантарасси - службăн тĕп тĕллевĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру тата ятарлă программăсен пайĕ кирлĕ службăсемпе пĕрле тăтăшах рейдсем йĕркелет, вырăнсенче халăхпа тĕл пулать пулин те синкерлĕ тĕслĕх пулнă. Пĕлтĕр Çĕньялти кỹлĕре пĕр арçын шыва путса вилнĕ.

 Анлă ларура Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков 2024 çулта территори пайĕсенчи ялсенче пулнă пушарсемпе, вĕсен сăлтавĕпе паллаштарчĕ, вут-кăвар инкекне чакарас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа тăрăшмалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Иртнĕ çул округ территорийĕнче 61 пушар (маларахри çулта 49 пушар) пулнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан пушарсен шучĕ 24 процент ỹснĕ. Инкекре виçĕ çыннăн (Кивĕ Катекре, Патăрьелĕнче, Алманчăра) пурнăçĕ татăлнă.

Вырăнсенче кирек мĕнле инкек-синкеке те вăхăтра сирсе ярасси, ун пирки çынсемпе, вăл шутра шкул ачисемпе те профилактика калаçăвĕсем ирттересси тĕп тĕллев. Ку тĕлĕшпе Çĕньял тата Шăнкăртам территори пайĕсенче мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки вĕсен начальникĕсем Мария Мадюковăпа Ильнар Абейдуллин отчетсем туса пачĕç.

 Анлă ларура хăйсен ĕçĕнче професси ăсталăхĕпе палăрнă уйрăм хастарсене Чăваш Ен ГКЧСĕн Тав хучĕпе чысларĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика