Тĕллевсем паллă, ĕçлемелле

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:23 Просмотров: 266

Патăрьел территори пайĕ округра халăх йышĕпе те, организаци-предприяти, учреждени шучĕпе те чи пысăкки шутланать. Ялта ултă пин ытла çын пурăнать. Центрта патшалăх çуртĕнче тĕпленнисем те, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем те пур. Патăрьелĕн тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пысăк "çемьере" тымар янисем хушшинче тĕрлĕ ялтан, округран, хуларан е тата аякран килнисем те пур. Апла пулин те вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, пĕрне-пĕри ăнланса, ял малашлăхĕшĕн тăрăшса пурăнни паха. Иртнĕ эрнере Патăрьел территори пайĕнчи граждансен пухăвĕнче хускатнă ыйтусем шăпах ял малашлăхĕпе, аталанăвĕпе çыхăннăскерсем пулчĕç.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков, ял старостисем Николай Николаевпа Сергей Шадиряков, участокри уполномоченнăй Алексей Шакаев, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Пухура территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев территори пайĕнче 2024 çулта пурнăçланă ĕçсем, 2025 çулхи тĕллевсем пирки отчет туса пачĕ.

Территори пайĕн территорийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 284 субъекчĕ ĕçлет. Унсăр пуçне "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, "Корма" çĕр ĕç фирми, "Батыревский" плодопитомник" акционерсен пĕрлешĕвĕ, агропромышленность техникумĕ ял хуçалăх культурисене туса илес тĕлĕшпе тимлеççĕ.

2024 çулта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула, "Паттăр" стадиона тĕпрен юсанă. Хула хăтлăхĕн федераци проекчĕпе 2024 çулта обществăлла территорие - массăллă канмалли вырăна (парка) фонарьсем (39 штук) вырнаçтарнă. Çавăн пекех асăннă программăпах Патăрьелĕнчи Мичурин, Ленин проспекчĕ, П. Яковлев, Киров, урамĕсенчи хăш-пĕр çуртсен картишĕнче саксем, урнăсем вырнаçтарнă, Ленин урамĕнчи 26-мĕш, 34-мĕш, 34Ỹ2, Киров урамĕнчи 1Б çуртсен картишĕсене асфальт сарнă.

Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем тăвас ĕç ăнăçлă пырать. Пĕлтĕр Мир урамĕнче 31 хваттерлĕ çурт хута кайнă, Киров урамĕнчи 28-мĕш çуртăн тăррине республикăри программăпа çĕнетнĕ.

2024 çулта Патăрьелĕнче Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе 4 проекта пурнăçа кĕртнĕ: Чапаев урамĕпе, Ярмарочнăй проездра (икĕ тапхăрпа) çулсем сарнă , "Солнышко" ача сачĕн çурт тăррине улăштарнă.

 2025 çулта çак программăпах тепĕр 4 проекта пурнăçа кĕртесшĕн: Южная урамри, Мир урамĕнчи нумай хватттерлĕ çуртсем патне пыракан тата ун таврашĕнчи, Промышленный проезд урамри çулсене юсама палăртнă

Çавăн пекех кăçал халăх массăллă канакан вырăна хăтлăх кĕртессипе малалла ĕçлĕç, канализаци сооруженине реконструкцилессипе те тимлĕç.

 Граждансен пухăвĕнче ял тирпей-илемĕ, хăтлăхĕ пирки ытларах тухса каларĕç. Урамсенче утма çулсем пулни, каçсерен юпасем çинчи çутăсем кирлĕ пек çунни, хуçасăр йытăсем пирки çирĕп йĕрке пулни инкек-синкеке, пăтăрмахсене сирме пулăшнипе те палăртрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика