Тĕл пулура - паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:25 Просмотров: 283

Сăкăтри культура çуртĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Андрей Каруковпа тата Сергей Бакашинпа черетлĕ тĕл пулу иртнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те паттăрсем, çар службинче нумайранпа тăраççĕ. Украинăри çар операцийĕ пуçлансан вара хăйсен ирĕкĕпе алла хĕç-пăшал тытнă.

 Тĕл пулура Сăкăт территори пайĕн начальникĕ Вероника Кузнецова ентешсене тивĕçлĕ службăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх тата ăнăçусем суннă.

 "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Петр Никифоров яланхи пекех пушă алăпа килмен: салтаксене кучченеçпе сăйланă, тăван киле çĕнтерỹпе таврăнма пил панă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика