Муниципалитет округĕн "Паттăр" спорт шкул базинче 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче алă вăй виçессипе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.
Унта хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - администрацин строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов, спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев, республикăри армрестлинг федерацийĕн президенчĕ Алексей Атласкин саламланă. Ăмăртăва Комсомольски, Елчĕк, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Вăрнар, Патăрьел округĕсенчи тата Шупашкар хулинчи 120 ытла спортсмен хутшăннă.
Пăлаçипе Юхма Ен çамрăкĕсем кунта та тăрăшулăхпа палăрнă. Командăпа пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшĕнче Комсомольски, виççĕмĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕсен спортсменĕсем.
Пирĕн округ чысне хỹтĕленĕ Айзиля Шамшетдинова (40 килограмлă виçепе), Дмитрий Фролов (45), Алексей Угарин (50), Эльвина Сафина (60), Камила Шарипова (70 ) пĕрремĕш, Асиля Хуснутдинова (40), Дина Мухамедшина (45), Дмитрий Кольцов (45), Дарья Краснова (55) иккĕмĕш, Константин Тимофеев(50), Лейсан Сабитова (45), Данил Выросов (50), Лилия Салихова (55), Рияз Салахутдинов (55), Дияз Халитов (60), Данияр Земдиханов (70 килограмм) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Хĕрсем хушшинче пуринчен те вăйли пирĕн муниципалитет округĕнчи Эльвина Сафина, арçын ачасенчен Шупашкар муниципалитет округĕнчи Никита Васильев пулнă.
Март 2025 |