Ăнăçлă кĕрешнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:28 Просмотров: 348

Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 18 çул тултарман арçын ачасемпе хĕрачасем федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн тата 21 çулчченхи çамрăксем Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Юрий Алексеевăн парнисене çĕнсе илессишĕн кавир çине тухнă. Унта 14 регионтан 500 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем икĕ ỹсĕм категорийĕпе наградăсен 40 комплекчĕшĕн тупăшнă.

 "Паттăр" спорт шкул воспитанникĕсем кунта та хастарлăхпа палăрнă. 69 килограмлă виçепе Эльвина Земдиханова хĕрачасем хушшинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Игорь Рябчиков вара 55 килограмлă арçын ачасем хушшинче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.

Çамрăксемпе Вячеслав Спиридоновпа Ильфак Алеев тренерсем ĕçлеççĕ.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика