"Паттăр" спорт шкулти Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренер-преподавательсем ертсе пынипе шывра ишекен 25 спортсмен Ульяновск облаçĕнчи Ишеевкăра иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. 7-16 çулсенчи 150 яхăн ача 25, 50, 100 метрлă дистанцисенче ирĕклĕ майпа ишсе ăмăртнă. Ульяновск облаçĕн тĕрлĕ район спортсменĕсемшĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕн çамрăкĕсем те конкурентсем пулнă. Мария Викторова, Василиса Иванова, Карим Камалдинов, Ранил Ямалетдинов, Азалия Салихова пĕрремĕш, Самира Шакурова, Рияз Азмуханов, Исмаиль Янтыков, Ева Рубцова, Алсу Кучатова иккĕмĕш, Тимур Хамдеев, Карина Ежова, Ева Антонова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Март 2025 |