Халăх шанăçне тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:29 Просмотров: 344

"Тавтапуç, тухтăр!", "Тавтапуç, медсестра!" акципе килĕшỹллĕн "Медицина - манăн туртăм" проектпа республикăри медицина организацийĕсенчи шурă халатлисем пирки иртнĕ çул тăршшĕпех вырăнсенчи сиплев учрежденийĕсенче тата сывлăх сыхлав министерствинче хаклавсем пуçтарчĕç. Çак тапхăрта 1833 ĕçчен пирки тав сăмахĕ чылай кĕчĕ.

Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕпе 656-шĕ иккĕмĕшне куçрĕ. Республикăри 20244 çын вĕсемшĕн хăйсен сассине пачĕ. 100-шĕ "Халăх шанăçĕ" общество наградине тивĕçрĕ.

Лауретсен йышĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи сывлăх сыхлавĕн системинче ĕçлекенсем пурри те савăнтарать. Вĕсем çаксем: Эльфия Айнетдинова - пĕтĕмĕшле практика врачĕн медицина сестри, Алевтина Александрова - пĕтĕмĕшле практика - врачĕ, Ирина Краснова - участокри педиатр тухтăр, Алина Лялькина фельдшерпа акушер пункчĕн заведуюшийĕ.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика