Çитĕнекен ăру пурнăçĕ ача садĕнче тулли пултăр, ỹссе пынă май вăл тавракурăмне аталантартăр, культура йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пырассине мала хутăр тесе тăрăшаççĕ аслисем. Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
Ку хутĕнче вара Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче "Чăвашсен музыка инструменчĕсем" ятпа кунти музыка ертỹçи Вероника Арланова (сăн ỹкерчĕкре варринчи) шкул çулне çитмен вĕрентỹ учрежденийĕсенчи музыка ертỹçисемпе мастер-класс ирттерчĕ. Çакă вăл вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăннă.
Мероприяти тĕллевĕ кашăксемпе усă курса кĕвĕ кăларассин мелĕсене анлăлатасси, параппансене ĕçе кĕртесси, ытти музыка инструменчĕсене çул парса сцена çинче вылясси пулчĕ.
Мастер-класс халăх кĕввин тыткăнне илчĕ. Çакăнтан çитĕнекен ăрăвăн чăтăмлăхĕ çирĕпленет, ăс-тăнĕ аталанать, тимлĕхĕ ỹсет.
Вероника Арланова чăваш кĕввисен пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Музыка инструменчĕсене мĕнрен ăсталанине каласа кăтартрĕ. Вĕсен культурăри тата çут çанталăкри çыхăнăвĕсене палăртрĕ. Чăваш орнаменчĕсемпе паллаштарчĕ. Халăх инструменчĕсене усă курса ача садĕнче ансамбль йĕркелеме май пуррине çирĕплетрĕ. Çакă хăйех çитĕнекен ăрăвăн музыкăна юратас туртăмне çĕклеме пулăшнине кăтартрĕ.
Альбина ИВАНОВА
Март 2025 |