Çĕлен çулталăкĕ çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:33 Просмотров: 289

 Çĕнелсе те çуталса Çĕлен çулталăкĕ çитрĕ. Çынсем çĕрĕ-çĕрĕпех çиçекен çутăсене çутаççĕ, çĕнелеççĕ, çамрăксемпе çулланнисем çĕршыв çĕнелнишĕн, Çĕнĕ çул çывхарса çитнишĕн çĕкленỹллĕ. Çĕнĕ çулта çавăтăнса çухрăмшар çуран çỹрекенсене çанталăк çырлахтарать: çурçĕр çилĕ çепĕççĕн çеç çупăрлать, çĕр çинче çемçе, çутăсем çỹлтен çăлтăр çунăн çиçеççĕ, çỹллĕ çуртсем çуталса çĕнелеççĕ...

Çĕлен çулталăкĕ çỹлевĕçле, çиччас çаврăнса çитрĕ. Çакă çеç çырлахтармасть, çавах çĕклентерет, çывăх çынсемпе çума-çумăн çывăхлатать, çураçтарать...

 Çĕнĕ çул çуттинче çỹлĕксене çимĕçсемпе çĕнетеççĕ. Çĕрулмие çурмалла çеç çиеймĕн! Çуртра çăкăр-тăварпа çăмарта, çуйăн, çелке, çăрттан, çырла, çăнăхпа çĕпре çимĕçĕ çителĕклĕ. Çынсем çĕрĕпех çиеççĕ.

 Çĕлен çулталăкĕнче çĕршывшăн çăмăллăх çиттĕр: çуклăх çĕттĕр, çураçулăх, çаврăнăçулăх, Çĕнтерỹ çывăхлантăр. Çавăншăн çынсем çемьесенче çурта çутаççĕ!

Çилентернисем, çатăртатнисем Çĕлен çулталăкĕнче çырма-çатранах çĕтчĕр. Çывăх çынсемпе, çумюлташсемпе çирĕп çыхăнар, çĕр çинчи çăтмахпа çырлахар. Çуралакансем - çурт-йĕр "çăлтăрĕ"! Çитмĕл çиччĕ çеç çителĕксĕр, çемьене çутакансем, çĕршыва çунатлантаракансем çĕршер çуралччăр. Çĕр çинчех çуралнă Çĕлен çынсене ан çилентертĕр, çĕршыва çирĕплентертĕр çеç! Çапла çырлахар!

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика