Мульча

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:33 Просмотров: 350

Сад-пахчари ĕç-хĕл пирки калаçнă чухне мульча çинчен асăннине тĕл пулатăн. Мĕн вăл? Унпа еплерех усă кураççĕ? Çырса кăтартсан аванччĕ.

А. ПЕТРОВА

Мульча - тăпрана çиелтен хупласа тăракан материал. Вăл нỹрĕке упрать, тăпрана вĕриленсе каясран хỹтĕлет, сывлăша аван ярать, тăпрана кăпкалатма пулăшакан тĕрлĕ хурт-кăпшанка ĕрчемешкĕн май парать.

Мульча хатĕрлеме çулçăпа, çум курăкпа, пăчкă кĕрпипе, улăмпа, çĕрнĕ тислĕкпе, компостпа усă курма юрать.

 Пахча çимĕçе мульчапа усă курса тĕрĕс епле ỹстермелле-ха? Хăвăрăн пахчара пысăк мар, калăпăр, пĕр метр анлăш, виçĕ метр тăршшĕ лаптăк уйăрăр та унта мĕн те пулин ỹстерĕр. Çак лаптăка чавмасăр хăварăр. Çум курăксене ỹсме парăр. Май уйăхĕнче çум курăка таптаса çĕр çумне лапчăтăр. Ăмансемшĕн чаплă "парне" пулчĕ те. Каярахпа çак çум курăк çине темиçе сий туса кивĕ хаçат, ахаль хут, картон хурăр. Çиелтен 10 сантиметр çурма çĕрнĕ тислĕк, çавăн чухлех улăм сарăр. Чи кирли - хĕвел пайăркисем курăка ан лекчĕр. Çак йăран çине купăста, томат, пăрăç, кабачок калчисене лартма пултаратăр.

Калчасене хут сийĕ çинчи тислĕк çине лартмалла. Кĕреçепе тăпрари хут сийне шăтарăр çеç - ỹсен-тăран тымарĕсем хăйсен çулне аялалла чиперех тупаççĕ. Тепĕр виçĕ эрнерен йăрана 10-15 сантиметр çăмăл органикăпа (çулçă, улăм, çулнă курăк, пăчкă кĕрпи) хупламалла.

Кĕрччен çум курăк гумус пулса тăрать, тепĕр çул çак йăран çине вĕтĕ вăрлăхлă ытти культурăна акма юрать. Йăрана шăвармасан та пултаратăр - тăтăшах органика сапса тăрăр çеç, культурăсемшĕн ахаль нỹрĕк виçи те çителĕклĕ.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика