КĂÇАЛ старт илнĕ "Çемье" наци проекчĕ çĕршывра çемьесемпе ачасен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. 2030 çулччен тăсăлакан проектпа килĕшỹллĕн пирĕн округра та тĕрлĕ социаллă программа пурнăçа кĕрĕ.
Акă, çак кунсенче çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи нумай ачаллă икĕ çемье- Патăрьелĕнчи Василийпе Алевтина Лепешкинсем тата Пăлапуç Пашьелĕнчи Алексейпе Мария Ларевсем - хăйсен савăнăçне пайланă. Муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕнче мăшăрсен пиллĕкмĕш пепкисене регистрацилесе ашшĕпе амăшне çемьене йыш хутшăннă ятпа саламланă. Сăмах май каласан, ачасен ашшĕ-амăшĕ "Рождение ребенка" суперсервис патшалăх çăмăллăхĕпе усă курса пепкисен çурални çинчен калакан свидетельствине Мăшăрлану çуртне илме пынă. Хальхи вăхăтра ачана регистрациленĕ хыççăн унăн СНИЛСĕпе ИНН тỹрех унăн личнăй кабинетне каять. Патшалăх çăмăллăхĕпе усă курсах ачана пропискăна тăратма та, ОМС полисне тума та, ача садне черете тăма та май пур. Çакнашкал çăмăллăхпа усă курса çемьесен чылай ĕçне ансатлатма, хăвăртлатма, çав вăхăтрах вăхăта перекетлеме те пулать. Паянхи куна суперсервис çăмăллăхĕпе ашшĕ-амăшсен 78 проценчĕ усă курать.
Апрель 2025 |