"Джалиль вулавĕсем" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Сăвăсем унта 21 чĕлхепе янăранă. Тупăшăва пуçласа Венгри тата Вьетнам çамрăкĕсем те хутшăннă. Литература конкурсĕ Раççей Федерацийĕн 21 регионĕнчен тата Азербайджан, Болгари, Казахстан, Узбекистан, Франци, Кăркăстан, Таджикистан çĕршывĕсенчен те пуçтарнă.
Иккĕмĕш тапхăртан финала 635 çын кĕнĕ. Вĕсенчен 107-шĕ çĕнтернĕ.
Призерсене Тутар патшалăх академи театрне конкурсăн гала-концертне йыхравланă. Мероприяти Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕнче тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май сумлă иртнине палăртнă. Тупăшăва 40 пин ытла çын хутшăннине каланă. Вĕсен ăсталăхне 8 номинаципе хакланă. Чи асли 89 çулта, кĕçĕнни вара 5 çулта пулнă. Çав йыша Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 7 класра вĕренекен Камиля Багманова та (ертỹçи Рефисе Валитова) кĕнĕ. Вăл "Джалиловецсем" номинацире призер пулнă.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 8 класра вĕренекен Дарья Краснова (ертỹçи Каролина Уткина) вара "Джалиль тĕнчери халăхсен чĕлхинче" номинацире çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ, пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Альбина КАПИТОНОВА
Апрель 2025 |