"Кĕрешỹ вăл - пурнăç"

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 10:57 Просмотров: 590

Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ, Чечня вăрçинче хăйĕн çамрăклăхне татнă паттăра, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Фирдус Камалетдинова асра тытса йĕркеленĕ 30-мĕш турнирăн тĕп баннерне шăпах çакăн пек ят панă. Унта каччăн салтакри пурнăçне тата ун ячĕпе ирттерекен турнирăн саманчĕсене сăнлакан ỹкерчĕксене кĕртнĕ.

Ырă йăлана малалла тăсса кăçал та Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул залĕнче хисеплĕ ентешĕмĕр ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнира сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, Фирдусăн ашшĕ, унăн пĕрремĕш тренерĕ, Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, ĕç тата спорт хисеплĕ ветеранĕ Абдулла Камалетдинов, салтакăн пиччĕшĕсем, Пикшик территори пайĕн пуçлăхĕ Петр Иванов, Пикшикри вăтам шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов, паттăрăн чи çывăх çыннисем, юлташĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

 Ытти çулти пекех кĕрешỹ помосчĕ аякри те çывăхри спортсменсене хапăл туса йышăнчĕ. Республика турнирне тĕрлĕ виçе категорийĕсемпе 200е яхăн кĕрешекен, 15 команда хутшăнчĕ. Ăмăртăва Канашпа Шупашкар муниципалитет округĕсенчен тата хулисенчен, Ульяновскпа унăн облаçĕнчен, Тутарстанран, Хусантан, Нагаткинăран, Тетюшинчен, хамăр округри Патăрьелĕнчен, Ыхра Çырминчен, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Хирти Пикшикрен, Первомайскинчен, Турхантан, Упамсаран тата ытти ялтан та килнĕ. Вĕсем кашниех турнирăн хисеплĕ кубокĕпе медальне, дипломне, парнине çĕнсе илессишĕн, кĕрешỹн тĕрлĕ мелне усă курса паттăра юлассишĕн тупăшрĕç. Помост çине тухакансемпе пĕрлех вĕсене хатĕрлекен тренерсем, преподавательсем те спортсменсемшĕн пăшăрханчĕç, вăй парса тăчĕç. Спорт зал ир пуçласа каçченех куракансен сассипе янăраса çеç тăчĕ.

 - Пурнăç яланах кĕрешỹпе, хăвна, çывăх çынсене хỹтĕлеме пĕлнипе çыхăннă. Çапла пулма чăн малтанах спортпа туслă пулни пулăшать. Спорт çирĕп сывлăхлă пулма çеç мар, ырă кăмăллă та шанчăклă юлташ, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма та пулăшать. Паянхи турнирта сире пурне те ăнăçу сунатăп,- терĕ Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов ăмăртăва хутшăнакан спортсменсене уяв ячĕпе саламланă май.

Çывăх тăванĕсен ячĕпе шалти ĕçсен подполковникĕ Арслан Камалетдинов шăллĕне асра тытса çулсеренех йĕркелекен республика турнирне хуласенчен те, ялсенчен те хапăл туса хутшăнакан спортсменсене тав турĕ.

Кирек мĕнле ăмăртура та вăйлинчен вăйли тупăнатех. Фирдус Камалетдинов паттăр ячĕпе йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ те питĕ çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. 32 килограмран пуçласа 80 килограмлă виçе категорийĕсемпе Кирилл Бородкин (Канаш), Арслан Арсентьев (Канаш), Савелий Петров (Канаш), Кирилл Курнаев (Ульяновск), Марат Ждыханов (Ульяновск), Раян Шакуров (Хусан), Самир Ибетов (Шăнкăртам), Райнур Фахрутдинов (Пикшик), Никита Бабенышев (Ульяновск), Антон Цветков (Патăрьел), хĕрачасенчен Эвелина Прокопьева (Шупашкар округĕ), Аделина Шарафутдинова (Пикшик) пъедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç. Командăсенчен Пикшикри кĕрешỹçĕсен команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Спортсменсен тренерĕ - Зуфар Камалетдинов. Вĕсене малашне те спортра пысăк çитĕнỹсем тума турнирăн чи пысăк парнине - вăй-хăват хушма пулăшакан тренажера - парса чыс турĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Патăрьелсем, виççĕмĕшне - Нагаткинăри, тăваттăмĕшне Ульяновскран килнĕ спортсменсем йышăнчĕç.

- Патăрьел муниципалитет округĕнче паллă спортсменсен, хисеплĕ çынсен ячĕпе чылай турнир иртет. Йăлана кĕнисенчен пĕри - Чечня вăрçин паттăрĕ Фирдус Камалетдинов ячĕпе йĕркелекен республика турнирĕ. Халĕ, акă Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсен ячĕпе тĕрлĕрен турнир йĕркелесси те йăлана кĕрсе пырать. Хамăр паттăрсене эпир нихăçан та манмастпăр. Вĕсем пирĕн кашнийĕн чĕринче упранĕç,- терĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов турнира пĕтĕмлетнĕ май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика