Кỹршĕ округран – медальсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:01 Просмотров: 656

 Елчĕк муниципалитет округĕнчи Кушăкри вăтам шкул спорт залĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен юбилейлă 20-мĕш турнирĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çывхарнине халалланă.

Турнира Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне, Елчĕк муниципалитет округĕсенчен тата Канашпа Шупашкар хулисенчен 133 кĕрешекен хутшăннă. Унта пирĕн муниципалитет округĕнчи 2010-2013 çулсенче çуралнисенчен Юнус Вахитов (48 килограмлă виçепе) виççĕмĕш, Святослав Осипов (52) пĕрремĕш, 2007-2009 çулсенчи ỹсĕмрисенчен Савелий Кошкин (55) пĕрремĕш, Ильнар Сайдашев виççĕмĕш, Марс Яббаров (61) иккĕмĕш, Дмитрий Ефремов (74) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çамрăксене кĕрешỹ мелĕсене Вячеслав Спиридонов тата Ильдар Вахитов тренерсем хăнăхтараççĕ.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика