КĂÇАЛХИ март уйăхĕ нихçанхинчен ытларах çемье юбилейĕсемпе пуян. Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче 24 мăшăр ылтăн, изумруд, бриллинт туйĕсене паллă тăваççĕ.
Аслă Чементи Германпа Лидия Фроловсем, Тутар Сăкăтĕнчи Минетуллапа Рузания Хисамовсем тата Абдулбарипе Равза Алимовсем, Тикешри Владимирпа Галина Селивановсем, Красномайскинчи Федорпа Мария Мышовсем, Шăхачри Николайпа Римма Семеновсем, Патăрьелĕнчи Николайпа Елизавета Ларионовсем тата Виталийпе Мария Уфуковсем, Кивĕ Катекри Петрпа Любовь Кузнецовсем тата Анатолийпе Нина Кувшиновсем, Шăнкăртамри Фиркатпа Зельфия Якушевсем, Анат Чакăри Михаилпа Вера Шашкинсем 50 çул, Шăнкăртамри Минтагирпа Нефися Хуснетдиновсем тата Зиатдинпа Нурдания Макаевсем, Кивĕ Катекри Анатолийпе Клавдия Исаевсем, Именкассинчи Василийпе Александра Цыгановсем, Кзыл Камышри Абдуллапа Гельчечек Юнусовсем, Сăкăтри Николайпа Нина Волковсем, Алманчăри Петрпа Клавдия Никитинсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Николайпа Зинаида Терентьевсем, Анат Чакăри Матвейпе Аксения Кирилловсем 55 çул, Кзыл Чишмари Нурислампа Фейрюзе Гафиятуллинсем, Шăнкăртамри Минназимпа Султания Айзатулловсем, Красномайскинчи Анатолийпе Елена Сироткинсем 60 çул мăшăрпа килĕштерсе пурăнаççĕ
Апрель 2025 |