Сывлăх - пирĕн телей тата тĕп пуянлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:41 Просмотров: 376

Муниципалитет округĕн тĕп больница коллективĕн канашлăвĕнче иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Унăн ĕçне республикăри сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Олеся Игнатьева, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăнчĕ.

Тĕп больница Пăлаçипе Юхма тăрăхĕн пациенчĕсене çеç медицина пулăшăвĕ памасть. Çавăн пекех пирĕн пата сипленме кỹршĕ округсенчен та килеççĕ.

Больница структуринче 15 врач амбулаторийĕ, 31 фельдшерпа акушер пункчĕ (вĕсенчен 18-шĕ модульлĕ) ĕçлет.

Канашлура тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков сывлăх сыхлавĕнче тунă палăрмаллах улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕрен медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхĕ лайăхланнине палăртрĕ.

 "Пуçламăш звенори сывлăх сыхлавне модернизацилесси" программăпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул Çĕнĕ Ахпỹртре, Нăрваш Шăхалĕнче, Туçара тата Шăнкăртамра çĕнĕ врач амбулаторийĕсем уçăлчĕç.

Учрежденин кадр политикине тытса пырассине мала хураççĕ. Медицина специалисчĕсен çитменлĕхне пĕтерес тĕлĕшпе администраци тĕрлĕ пуçару тăвать.

 - Пĕлтĕр "Ял тухтăрĕ", "Ял фельдшерĕ" программăпа икĕ тухтăрпа виçĕ фельдшер ĕçе пуçăннă. Кунсăр пуçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 24 студент, Шупашкарти медицина колледжĕнче 19 çамрăк тĕллевлĕ вĕренеççĕ. Малашлăхра вĕсем пирĕн йыша кĕрессе шанатпăр, - терĕ Николай Тинюков. - Эпир хамăр умма çынсене медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне татах та ỹстерес тĕллев лартатпăр. Малашлăхра Турханта, Ыхра Çырминче çĕнĕ врач амбулаторийĕсем, çавăн пекех Кивĕ Катекре çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси тăрать. Кунсăр пуçне Анат Туçари, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи, Çĕньялти фельдшерпа акушер пункчĕсене тĕпрен юсама палăртнă.

Республикăри сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Олеся Игнатьева çĕнĕ наци проекчĕсемпе, Чăваш Республикин 2025 çула палăртнă регион проекчĕсен тĕп мероприятийĕсемпе паллаштарчĕ. Вырăнти ĕç коллективĕн тăрăшулăхне палăртса тав турĕ, çакă сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшасса шанчĕ.

Светлана Чернова муниципалитет округĕн 2024 çулхи çитĕнĕвĕсем, сывлăх сыхлавне пырса тивекен кăçалхи плансем çинче чарăнса тăчĕ, профессие парăнса ĕçлекен медицина ĕçченĕсене тав турĕ, малашлăхра çитĕнỹсем сунчĕ.

Мероприяти "Тавтапуç, тухтăр", "Тавтапуç, медицина сестри" акцисен лауреачĕсене чысланипе вĕçленчĕ.

Альбина КАПИТОНОВ

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика