Майăн 9-мĕшĕнче пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул - çитет. 1418 куна тăсăлнă вăрçă синкерлĕхĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни çемьене тенĕ пекех шар кăтартнă, хуйхă илсе килнĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнчен мĕн пурĕ 8377 çын Тăван çĕршывăмăра нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме алла пăшал тытнă. Шел пулин те 6034 паттăр тăван тăрăха таврăнайман. Вĕсем хушшинче çемьерен иккĕн, виççĕн, тăваттăн çĕршыв малашлăхĕшĕн çапăçса вăрçă хирĕнчех пуç хунисем те пур. Паллах, çав салтаксен ячĕсем вилĕмсĕр, вĕсен паттăрлăхĕн сỹнми çути ĕмĕр-ĕмĕр халăхра упранĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннисем вара ватăлса пурнăçран уйрăлса, Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илекенсем çулсеренех сайралса пычĕç. Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăрçă ахрăмĕн "чĕрĕ палăкĕсем" иккĕн çеç - Шăнкăртамри Нурулла Резяпов тата Шăхачри Феоктист Васильев ветерансем.
Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче халăхăн астăвăмне упрас, паттăрсене чыслас, çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе чылай ĕç тума, мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсене муниципаллă влаç тытăмĕнчи мĕнпур культура, вĕрентỹ, спорт учрежденийĕсем, обществăлла организацисем, волонтерсем, ялсенчи хастарсем тата ыттисем те хутшăнĕç.
Çĕнтерỹ юбилейĕн çулталăкĕ ырă та пархатарлă ĕçрен пуçланчĕ. Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене хисеп туса "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул" медальпе чыслаççĕ. Çак наградăна пирĕн тăрăхран 160 çын тивĕçĕ.
Февралĕн 20-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене сумлă лару-тăрура уçнă хыççăн кашни территори пайĕнче, культура, вĕрентỹ, спорт учрежденийĕсенче вăрçă паттăрĕсене асра тытса тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеме пикенчĕç. Сăмах май каласан, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа вĕрентỹ учрежденийĕсенче çеç паттăрлăхпа хăюлăха, чыслăха тата хастарлăха сăнарлакан çĕр ытла мероприяти йĕркеленĕ. Унсăр пуçне паллă спортсменсем, паттăрсем ячĕпе тĕрлĕрен турнир иртрĕ. Малалла та йĕркелĕç.
Мунициалитет территорийĕнче Афганистан, Чечня вăрçисенче, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă паттăрсене асра тытса кăçалхи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче 60 ытла спорт мероприятийĕ ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ "Паттăр" спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Афанасьев. Çавăн пекех музей, клуб тата библиотека системин работникĕсем йĕркеленипе çулталăк тăршшĕпех концертсемпе спектакльсем, куравсем, тематика каçĕсем, конкурссем тата ытти те куракансен кăмăлне тивĕçтермелле.
Кăçал Патăрьелĕнчи "Юбилейный" скверта "Вăрçă ачисем" ("Дети войны") палăк уçăлмалла. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нуша тỹснĕ ачасене халалланă.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытса 49 палăк лартнă. Юлашки çулсенче вĕсене территори пайĕсенче пуçару бюджечĕн программипе юсаса, тирпейлесе пыраççĕ. Алманчăра, Нăрваш Шăхалĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнче истори пĕлтерĕшлĕ объектсене çак меслетпе çĕнетрĕç. Пуçарулăх программи малалла та ĕçлет. Кăçал пилĕк палăка пуçару бюджечĕпе çĕнетме палăртнă, юбилейлă çулталăкра округ бюджетĕнчен 44 палăка юсама икĕ миллион тенкĕ уйăрнă.
Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси пĕрлехи вăйран, пуçарулăхран нумай килет. Вăрçă ахрăмĕ çултан çул хыçа юлса пырать пулин те, паттăрсен ячĕ, вĕсен çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕрех халăх асĕнче упрантăр.
Альбина ЕГОРОВА
Апрель 2025 |