Ăсталăх хисепе тивĕçтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:45 Просмотров: 388

Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчи ỹссе пынă май ăна алă ĕçне хăнăхтарма тăрăшать. Туçари Антонина Глинкинăпа та çаплах пулнă. Хĕрачана амăшĕ тĕрлеме вĕрентнĕ. Çакăншăн вăл паянхи кун та хĕпĕртет. Ĕçлеме ỹркенменни ăна пурнăç çулне уçса пыма пулăшнă та.

Антонина Васильевна ачасене хушма пĕлỹ паракан центрăн Туçари уйрăмĕнче биссерпа (вĕтĕ шăрçапа) ĕçлеме вĕрентет. Кружока 25-ĕн çỹреççĕ. Унта ачасем халăх ăсталăхĕн çăлкуçĕсемпе паллашаççĕ, орнаментсене пир çине ăсталаççĕ, пуçа тăхăнмалли, пилĕке çыхмалли, мăя çакмалли хатĕрсем тума хăнăхаççĕ. Пуканесене тумлантарма та ăста вĕрентекен. Наци тумĕллĕскерсем ют çĕршыв таранах çитнĕ. Аякран килекен хăнасене парне параççĕ вĕсене.

Хăйĕн ăсталăхне сахал мар çынна хăнăхтарать Антонина Глинкина. Мастер-классем ирттерет. Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче Мускаври ВДНХара тĕп хулара пурăнакансене масмак тума вĕрентрĕ.

Аслă пĕлỹллĕскер вăл. Ĕçне хаклакан Хисеп хучĕсемпе Тавсем темĕн чухлех. 2016 çулта республикăри "Теттесем - ачасен аллипе" конкурсра мала тухрĕ. Унтан регионсем хушшинчи "Ман халăх, ман Тăван çĕршыв", "Çемье мастерскойĕ", "Пуканесен тĕнчи" тата ыттисенче тăтăшах çĕнтерỹçĕ тата призер пулчĕ.

Антонина Васильевна кружокне çỹренĕ Ирина Глинкинăпа Валерия Шашкина тĕрлĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă тата мал ĕмĕтлĕ ачасене паракан стипендие илме тивĕç пулни те пысăк чыс.

Ăста алăллăскерсене вăл çулленех культурăпа кану мероприятийĕсене явăçтарать. Çăварни уявĕнче, Аннесен кунĕнче, Акатуй-Сабантуйра çитĕнекен ăру ăсталанă алă ĕçĕсене кăтартса тĕлĕнтерет.

Вăл семинарсем ирттерме те ỹркенмест. Ашшĕ- амăшĕпе ĕçлеме вăхăт тупать. Квалификацие ỹстерекен курса çỹрекенсемпе занятисем йĕркелет. Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра, "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне чечексем ăсталама вĕрентет.

 Антонина Глинкина ăсталăхĕпе Чăваш наци радио хумĕсенче, телевидени передачисенче темиçе хутчен те паллаштарнă. Кружока çỹрекенсен ĕçне Раççейĕн тĕрлĕ хулинчи (Хусан, Шупашкар, Мускав, Ульяновск) выставкăсенче кăтартса республика чысне çĕкленĕ.

Ĕçне кура хисепĕ те пур. Антонина Глинкинăна республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерстви Хисеп грамотипе, культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ, Чăваш Наци конгресĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Тав хучĕпе чысланă.

Нумаях пулмасть муниципалитет округĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ Правительство кунĕнче Антонина Глинкина Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе пĕрлех алла çыхмалли сехете те тивĕçрĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика