Тутарстан Республикин Апастово район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн "Апас" спорт залĕнче "Корэш" наци кĕрешĕвĕ енĕпе 2007 çулсенче, вĕсенчен кĕçĕнрех çуралнă арçын ачасем хушшинче зонăри ăмăртусем иртнĕ. Унта 90 спортсмен 13 виçе категорийĕпе ăмăртнă. "Паттăр" спорт шкулĕн çамрăкĕсен каллех çитĕнỹсем пур. Марсель Куликов (55 килограмлă виçе категорийĕпе) пĕрремĕш, Альберт Айзатуллов (50) иккĕмĕш, Данир Мухутдинов (60) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Ăмăртăва спортсменсене Фанис Ахметов тренер хатĕрленĕ.
Апрель 2025 |