В.Маркиданов ячĕллĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр йĕрĕнче муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ ĕçченĕсен сывлăха çирĕплетекен 45-мĕш спартакиади старт илнĕ. Йĕлтĕр чупăвне Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă.
Ăмăртăва хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов саламланă.
Эстафетăна 12 вăтам, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 3 тĕп шкул, шкул çулне çитмен вĕрентỹ учрежденийĕсен 8 тата "Паттăр" спорт шкулĕн команди хутшăннă.
Педагогсем спортпа туслă пулнине, хăйсен спортри çирĕплĕхне, ỹсĕмсем тума пултарнине çирĕплетнĕ. Кулленхи ĕçрен самантлăха хăпнăскерсем тата вĕсене хавхалантаракансем лайăх туйăм пулнине, вăй-хăват кĕнине кăтартнă.
Шкул çулне çитмен вĕрентỹ учрежденийĕсен командисенчен Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи "Сказка" - иккĕмĕш, Треньелĕнчи А.Краснов ячĕллĕ ача сачĕн коллективĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ĕçченĕсенчен Çĕньялта тăрăшакансем пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпỹрт вĕрентекенĕсем иккĕмĕш, Кивĕ Ахпỹрт команди виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Вăтам шкулсенчен пĕрремĕш вырăна Турхан команди çĕнсе илнĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти педагогсем тăнă.
Мала тухнисемпе çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе тата укçан чысланă.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2025 |