Пултарулăхĕсем пуртан "халăх" ятне хỹтĕлерĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2025, 17:53 Просмотров: 390

Муниципалитет округĕнчи юрра-ташша ăста 11 коллектив "халăх" хисеплĕ ята хỹтĕлерĕ. Вăл шута Патăрьелĕнчи халăх ансамблĕ, Шăхачри "Умарина", Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел", Çĕньялти "Илем", Первомайскинчи "Шуçăм", Каншелĕнчи "Çăлкуç", Тури Чакăри "Чемен" халăх фольклор ансамблĕсем, Юхма Мишши ячĕллĕ Сăкăтри ачасен халăх пукане театрĕ, Патăрьелĕнчи, Хирти Пикшикри халăх театрĕсем, Сăкăтри халăх хорĕ кĕчĕç.

"Халăх" ята хỹтĕлесси ăсталăха, пултарулăха тĕрĕслекен яваплă пулăм. Коллективсем чăннипех те ăна тивĕçтерме пултарнине çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем аталансах пыраççĕ, çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ, йăла-йĕркене упраççĕ, куракансене чуна витерекен, хавхалантаракан номерсемпе савăнтараççĕ. Сцена çинче çĕнĕрен çĕнĕ юрă янăратăрах, куракан умне ура хуçса ташлакан ăстасем тухчăрах, спектакльсенче ăша тытса кулмалли, куççуль кăлармалли те пултăр. Ачасен ăсталăхĕ те малалла аталантăр.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика