Ветерана асра тытса - шашка-шахмат турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 20:48 Просмотров: 210

Çак кунсенче Кзыл Чишмара çамрăксен "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕнче тава тивĕçлĕ спорт ветеранне, шашка тата шахмат вăййисен пĕрремĕш разрядлă ăста спортсменне, Мансур Зарифович Абдуллина асра тытса вуннăмĕш хут йăлана кĕнĕ уçă турнир иртнĕ.

Шашка-шахмат турнирне уçнă çĕре Кзыл Чишма территори пайĕн пуçлăхĕ Раил Камалов, "Сэлэт-Батыр" çамрăксен центрĕн директорĕ Джалиль Сулейманов, шашка тата шахмат федерацийĕсен председателĕсем Николай Федоровпа Рифкать Сафиуллов, Мансур Абдуллинăн ачисемпе мăнукĕсем хутшăннă.

 Ăмăртăва Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи шашка-шахмат ăстисемсĕр пуçне Тутар Республикинчен 6ăн, Ульяновскинчен 5ĕн, Мускав облаçĕнчен 2ĕн хутшăннă. Çĕнтерỹшĕн пынă вăйăсем çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Шашка турнирĕнче çичĕ хутчен çĕнтерỹçĕ ята илме тивĕçнĕ Тикешри Владислав Антонов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта спорт мастерĕн кандидачĕ Патăрьелĕнчи Николай Федоров, виççĕмĕшĕнче Шăмăршăри Николай Поликарпов пулнă.

Ентеш-участниксен номинацийĕнче Мансур Абдуллинăн мăнукĕ, Кзыл Чишмари Римма Абдуллина çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Туктагыл Тухватуллин çĕнсе илнĕ, виççĕмĕш вырăна спорт ветеранĕн мăнукĕн ачи, Мускавра пурăнакан Лейла Абдуллина тивĕçнĕ. Шахмат вăййи те хĕрỹ кĕрешỹре иртнĕ.

Турнир çĕнтерỹçи - Сăкăтри Анатолий Тинюков пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Тутарстанри Пăва хулинчи Анатолий Мулеев тата Андрей Каширин.

Ентеш-участниксенчен спортсменăн кĕçĕн мăнукĕ Мускаври Эмиль Абдуллин пĕрремĕш, Эльфит Сафинпа Камил Губайдуллин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Турнир çĕнтерỹçисене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика