Ультрафиолет çутинче 50-70 çеккунт тытсан вăрлăх тĕрлĕ чир-чĕртен сипленет çеç мар, хăвăрт ỹсме те "хавхаланать".
Шывпа 1:1 виçепе хутăштарнă алоэ сĕткенĕ тĕрлĕ инфекцирен хỹтĕлет, хăвăрт шăтма пулăшать.
Упа хăлхин шывĕ те чир микробĕсене лайăх пĕтерет.
Вĕтетнĕ ыхра янă шыв (100 грамм шыв çине 25 грамм ыхра) та вăрлăха лайăх витĕм кỹрет. Акма хатĕрленĕскерсене çак шывра хупăпа витсе пĕр сехет тытмалла.
Апрель 2025 |