ÇУРКУННЕН иккĕмĕш уйăхĕ яланах яваплă тапхăрсенчен пуçланать. Чăн малтанах апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче пушар хăрушлăхĕнчен уйрăмах асăрханмалли ятарлă вăхăт старт илчĕ. Çак кунтанах Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн çуркуннехи призыв кампанийĕ те пуçланчĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырать.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм ашшĕ-амăшне ытларах пырса тивет темелле. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен вĕсем хăйсен пепкине (территори принципĕсене шута илсе) пуçласа пĕрремĕш класа шкула ярас тĕллевпе заявлени çырма пуçлаççĕ. Иккĕмĕш тапхăр (территори принципне шута илмесĕр, шкулти класра пушă вырăн пулсан) июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен пырать. Ку чухне заявленисене виçĕ меслетпе пама та май пур: ашшĕ-амăшĕ шкула кайса заявлени çыраççĕ, уведомленипе, ятарлă заказпа çыру çитереççĕ тата хальхи вăхăтра анлă сарăлнă Патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕ урлă.
Май 2025 |