Бюджета улшăнусем кĕртесси - тĕп ыйтусенчен пĕри

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:43 Просмотров: 449

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан - строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем 17 ыйту пăхса тухрĕç (кун йĕркипе хаçатра тĕплĕн паллаштарнăччĕ). Чăн малтанах РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици полковникĕ Алексей Алексеев округ территорийĕнче 2024 çулта право йĕркине пăхăнас, преступлени тăвассипе асăрханас тĕллевпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем мĕнле ĕçленине тата кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев 2024 çулта округăн муниципаллă харпăрлăхне приватизацилес ыйтупа отчета çирĕплетес, 2025 çулта муниципаллă харпăрлăха приватизацилемелли прогноз планĕ тата 2026-2027 çулсенче приватизацилемелли тĕп енсем тата ытти ыйтупа та тухса каларĕ.

Кун йĕркичи тĕп ыйтусенчен пĕри Патăрьел муниципалитет округĕн 2025-2027 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Унпа администрацин финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Наталия Хлебникова паллаштарчĕ.

Ларура администрацин право тата кадр ĕçĕсен пай начальникĕ Наталия Каргина, округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан - строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн вăхăтлăх пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх тата территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов та хăйсен пайĕсемпе кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе тухса каларĕç.

Пухура самоуправленин обществăлла территорийĕ (ТОС) пирки те ыйту пулчĕ. Çĕньял территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсем обществăлла территори йĕркелес тĕлĕшпе пуçару туни, çак меслетпе вĕсем ялсене хăтлăлатма шутлани пирки каласа пачĕ, депутатсен умне территори границисене çирĕплетес ыйтăва лартрĕ. Пухăва хутшăннă депутатсем ырă пуçарăва та пĕр саслăн йышăнчĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчех Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсенче тата Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă тĕле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене - Шăхачри Феоктист Васильевпа Шăнкăртамри Нурулла Резепова - пĕр саслăн "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" пулма йышăну турĕç.

Ларура награда ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика