Преступлени çулне пĕрле пỹлер

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 19:47 Просмотров: 430

 Пурнăçра пулса иртекен преступленисен пысăк пайĕ - тимсĕрлĕх "çимĕçĕ". Эпир хамăрах преступниксене хваттере кĕртетпĕр, вăрлама та, кĕсьерен енчĕк туртса кăларма та, телефон мошенникĕсене укçа-тенкĕ куçарса пама тата ытти "çăмăллăхсене" туса паратпăр. Çавăнпа та кашни гражданин хăйĕн харпăрлăхĕ, çывăх çыннисем, сывлăхĕпе пурлăхĕ çине перекетлĕн пăхни - хăрушсăрлăх никĕсĕ, преступлени çулне пỹлмелли мел.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи полици сотрудникĕсен служба ĕçĕнчи иртнĕ çулхи отчетлă тапхăртан пĕтĕмлетỹ туса малашне пĕрлехи вăйпа пикенсе ĕçлеме сăлтавĕ пур. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн территорийĕнче шута илнĕ преступленисен шучĕ 6,3: ỹснĕ. Уйрăмах хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе (маларахри çулпа танлаштарсан 100:), наркотик япалисемпе (166:), экономика преступленийĕсемпе (63:) кăтартусем пысăк.

Мĕн пурĕ 150 çын ячĕпе уголовлă ĕç (маларахри çул 184 пулнă) пуçарнă. Вĕсенчен 131-шне суда янă, 19-не чарса лартнă, çул çитмен ачасемпе çыхăннă - 2, хĕрарăмсем явăçнипе 21 ĕç пулнă. Кашни 10 пин çын пуçне 74,8 (маларахри çул 70,5) преступлени пулнă. Çакна та палăртса хăварасшăн. Йĕрке хуралĕпе тивĕçтерекен Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсемпе преступленисен 62,3 процентне çеç (9,3 процент чакнă) уçса панă.

Чарса лартнă 124 ĕçрен 51-шĕ контактсăр мелпе пурлăха вăрланипе çыхăннă. Вĕсенчен 15-шне уçса панă. Ку тĕлĕшпе ырă улшăну пур. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 11 ĕçе çеç пайăрлатнă. Çапах та çакна та асăнса хăварас килет. Телефон, интернет мошенникĕсемпе çыхăннă преступленисем 28,9% ỹснĕ. Çакă граждансене питĕ тимлĕ пулма ыйтать.

Полици сотрудникĕсен службинче ырă самантсем те пур. Преступлени тăвасран тата право йĕркине пăсасран çынсемпе профилактика ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелени те сисĕнет. Акă, ỹсĕрле преступлени тăвасси 18 процент, ниçта та ĕçлеменнисем хура ĕçпе çыхăнни 10,9 процент, ушкăнпа преступлени тăвасси 15,3 процент чакнă.

 Округсен территорисенчи çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ 33,3 процент, вĕсенче аманнисен йышĕ 16,9 процент сахалланнă. Водительсем ỹсĕрле çул-йĕр правилине пăснисем те палăрмаллах чакнă (56,3 процент). Аварисенче çул çитмен ачасем пулманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку кăтарту та маларахри çак вăхăтпа танлаштарсан 18 процент лайăхланнă.

Паллах, йĕрке хуралĕнчи ырă улшăнусем служба ĕçне хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕсен малашне те хамăр умма лартнă приоритетлă тĕллевсене çирĕп пурнăçлама, çынсене обществăлла хăрушсăрлăхпа, тăнăç пурнăçпа тивĕçтерме, йĕрке хуралĕн саккунĕсене çирĕп пăхăнма тивĕ.

Алексей АЛЕКСЕЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици полковникĕ

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика